Чӑваш Енре 2011 ҫултанпа нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Куславкка хулинче пурӑнакан Павелпа Людмила Кирилловсене ҫӗр лаптӑкӗ илмелли сертификат панӑ.
Сертификата ҫемьене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев тыттарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Куславкка районӗнче нумай ачаллӑ 44 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илмешкӗн черетре тӑрать. Вӗсенчен 35-шӗ панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, 8-шӗ вите-сарай тӑвасшӑн, 1 ҫемье дача пек усӑ курасшӑн. Хальлӗхе 43 ҫемье тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ.
Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.
Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялне ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Вӑрнар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти шайри сцена ӑстисен тӗлпулӑвне Культура ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
Куракансене Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Ӗмӗт» ушкӑн, Якуртушкӑньти «Шанчӑк», Куславкка районӗнчи «Эткер», Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кунер» тата «Шӳлкеме», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш» халӑх фольклор коллективӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Сӗнтӗрвӑрринчен пынӑ «Шӳлкеме» вӑл тӑрӑхра салтака епле ӑсатнине туса кӑтартнӑ, йӑла-йӗрке ташшисене лартнӑ.
Сӑнсем (26)
Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.
Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла.
Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ.
Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур.
Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ, ҫак уява шкулта раштавӑн 14-мӗшӗнче, иртнӗ шӑматкун уявланӑ.
Энтри Пасар шкулӗн кун-ҫулӗ 1913 ҫулта пуҫланнӑ, Октябрь пӑлхавӑрӗ пуҫланиччен тӑватӑ ҫул маларах кунта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ҫулсем хушшинче вӑхӑт самай иртнӗ — шкул шайӗ те темиҫе хут улшӑннӑ, вӗрентекенсен йышӗ те.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ — ҫак шкула маларах пӗтернисем пухӑнма май тупнӑ. Ахаль килмен вӗсем — парнесемпе, салам сӑмахӗсемпе. Шел те, шкулӗ вӗсене вырӑсла ҫеҫ темшӗн кӗтсе илнӗ. Ҫапла пуль ҫав, ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла манса пыраҫҫӗ ӗнтӗ куславккасем.
Ыран, чӳкӗн 22-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ купӑста фестивалӗ иртмелле. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫал пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ унта ӑна. Пӗр ҫулхине, астӑвасса, Шупашкара пухӑннӑччӗ. Хальхинче вара вӑл каллех ӑна пуҫарса янӑ тӑрӑхра, Куславкка районӗнче, йӗркелӗҫ.
Фестивале хутшӑнас текенсен Кунерти информаципе культура центрне пухӑнмалла. Курмалли-пӑхмалли те пулӗ-ха, ҫапах та купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе пырсан ним мар конкурссене хутшӑнма май килӗ. Тепӗр тесен, пуш алӑпа пыракансем валли те кӑсӑкли пуласса шантараҫҫӗ. Сӑмахран, тӑварланӑ купӑста астивсе пӑхма май килӗ. Ара, ӑна кашни тӗрлӗрен йӳҫӗтет-ҫке. Лайӑх калаҫсан хуҫисем, тен, хӑйсен вӑрттӑнлӑхне те уҫса парӗҫ. Тӗрлӗ сорт паллаштармалли курав та йӗркелӗҫ. Купӑста фестивальне йӗркеленӗ май кӑҫал пӗрре персе икӗ мулкач тытас тенӗ — ҫав кун «Кала, хут купӑсӑм ман» купӑсҫӑсен районти конкурсӗ иртмелле.
Куславкка районӗнчи ачасен кӗрхи каникулӗ чылайлӑха асра юлас шанӑҫ пур. Вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Куславккари комплекслӑ центра Карамӑш, Куснар ял тӑрӑхӗсенчи тата Куславкка хулинчи ачасене пухӗҫ. Анчах пурне те мар — сахал тупӑшлӑ, тулли мар, нумай ачаллӑ ҫемьесенче пурӑнакансене. Вӗсене вожатӑйсем вырӑнти «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче спорт эстафетисене хутшӑнтарӗҫ, бассейнра иштерӗҫ. Районти кӑсӑклӑ ҫынсемпе курнӑҫтарассине те плана кӗртнӗ.
Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Эльвира Жиглаева Мускавра иртнӗ усрав ҫемьесен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Унта тӗрлӗ регионти усрав ашшӗ-амӑшӗ — пурӗ 900 ҫын — пырса ҫитнӗ.
Мероприяти ҫак уйӑхӑн 6–9-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Союзсен ҫуртӗнчи Колонна залӗнче уҫнӑ. Мероприятие Раҫҫей Правительствин председателӗн ҫумӗ Ольга Голодец тата РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Леванов хутшӑннӑ.
Форумра усрава илекен ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшни пирки калаҫнӑ, тӑлӑхсемпе пӗр чӗлхе тупмалли меслетсене тата ытти хӑш-пӗр саманта сӳтсе явнӑ.
Сӑнсем (10)
Авӑнӑн 16-мӗшӗнче «Халӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗн Куславкка центрӗ» кӑнтӑрлахи ларӑвӗн пайӗнче «Ӑста алӑсем» пултаруллӑх клубӗ «Канзаши ӳнерӗпе паллашасси» темӑпа заняти иртнӗ.
Канзаши вӑл 400 яхӑн ҫул каялла усӑ курма пуҫланӑ япунсен традициллӗ ҫӳҫ капӑрлӑхӗ. Ӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ пусмаран тӑваҫҫӗ. Паянхи кунсенче ҫак япун ӳнерӗ Раҫҫей хӗрарӑмӗсем хушшинче чи паллӑ хобби пулса тӑнӑ иккен.
Паян уйрӑмӗн клиенчӗсем Канзаши искусствин историйӗпе, унӑн тӗсӗсемпе, пысӑк чечексен йышне хатӗрлемелли ҫулҫӑн икӗ типӑн техникипе паллашнӑ. Заняти вӗҫӗнче вара ушкӑн Тӗнче тетелӗ урлӑ казаншипе мастер-классене, ӗҫсене кӑсӑклансах пӑхнӑ.
Паллах теори пайӗсӗр пуҫне уйрӑмӑн клиенчӗсем практика пайне те пурнӑҫланӑ. Пӗрремӗш занятисенче ху тӗллӗн чечексем тума йывӑртарах пулин те ҫапах ветерансем малашлӑхри практика занитийӗсене канзаши ӳнерне «парӑнтарма» шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |